allfeeds.ai

 

 

Language: ru

Genres: Kids & Family, Stories for Kids

Contact email: Get it

Feed URL: Get it

iTunes ID: Get it


Get all podcast data

Listen Now...

«Эгрыпе Тугры». Узбек халӑх юмахӗ
Episode 11
Saturday, 28 January, 2023

Ӗлӗк-авал пурӑннӑ тет кишлакра пӗр каччӑ. Ӑна Тугры (Тӗрӗс) тесе чӗннӗ. Утсӑр пуҫне унӑн тек нимӗн те пулман. Пӗр ялта ӗҫ шыранӑ вӑл, тепринче — анчах май килмен. Вара утне утланнӑ та телей шырама инҫетри ҫӗрсене ҫула тухнӑ.Кайсан-кайсан ҫул ҫинче вӑл пӗр ҫынна тӗл пулнӑ. Вӗсем калаҫса кайнӑ. Тугры унран ӑҫталла ҫул тытнине ыйтнӑ.— Ӗҫ шыратӑп— Эсӗ мӗн ятлӑ?— Эгры (Ултавҫӑ).— Мана Тугры тесе чӗнеҫҫӗ. Атя туслашар, пӗрле пурӑнӑпӑр, пӗрле ӗҫ шырӑпӑр. Ҫапла вӗсем ӗмӗрӗпех туслӑ пурӑнма калаҫса татӑлнӑ.Тугры ҫулташне шелленӗ, ӑна хӑйӗн утне утланма сӗннӗ. Эгры ут утланнӑ та нухайккапа ҫапа-ҫапа тара панӑ. Тугры нимсӗрех тӑрса юлнӑ — ут хӳрине ҫеҫ курса юлнӑ.Тӗлӗнсех кайнӑ каччӑ: ӗмӗрӗпех пӗрле пулатпӑр тесе сӑмах панӑ ҫын ӑна тӑшман пек кӳрентернӗ. Анчах нимӗн те тӑваймӑн, Тугры ҫуранах малалла лӗпӗстетнӗ.Таврана каҫ сӗмӗ витсен Тугры ансӑр сукмак ҫине тухнӑ. Ҫав сукмакпа кайсан-кайсан вӑл сӗм вӑрмана ҫитнӗ. Акӑ ҫаранта икерчӗ пӗҫермелли кӑмакана курах кайнӑ.Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисӗ ВладимирГригорьев, Василий Иванов, Григорий Петров, Светлана Лукиянова, Татьяна Володина артистсем.Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ.Пухса хатӗрлекенӗ - Ольга Федорова (Чӑваш кӗнеке издательстви,2018 ҫул).Автор ирӗк панипе кӑларнӑ.

 

We also recommend:


21 Anti-Kratz-Geschichten von Xerafant

Friendship
Garima Ajmera

Narrativas Encantadas

Story lessons for kids
Window Media

Ria Rabbit's World Of Stories
Ontamo Entertainment

Érase una vez unos niños...

let's Dead With Me Stories
devender hari

The Aditi Rathore Podcast
Aditi Rathore

benjamin
puffel

Kids Mythologicopedia-The Indian Balvikas
Shilpa Mns

New Books in Children's Literature
New Books Network

0-4